Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.А. Андреев профессор 87 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Вӑл 2011 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗшӗн кӑна мар, тӗрӗк чӗлхисен пӗлӗвӗшӗн те пысӑк ӗҫ туса хӑварнине палӑртаҫҫӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ инстиутӗнче.
Республикӑн чӑваш чӗлхи учителӗсем, патшалӑх гуманитари институчӗн, вӗренӳ институчӗн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем И.А. Андреевӑн наукӑри тӳпи пысӑккине палӑртса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакма сӗннӗ, ку тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ-мӗн. Асӑну хӑмине профессор, академик хӑй ҫуралнӑ кун уҫнӑ. Владислав Немцев скульпторпа (унпа пӗрле ҫамрӑк скульпторсем Мария тата Игорь Голубевсем те ӗҫленӗ) Гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн секретарӗ Л.П. Петров чаршава сирнӗҫ те, пухӑннӑ халӑх умне Иван Андреевичӑн асран кайми сӑнӗ тухса тӑнӑ. Мемориал хӑмин ҫӳл енче — И.А. Андреевӑн барельефӗ, ун айӗнче — хӑмана кам ячӗпе ҫакнине калакан текст. Барельеф валли И.А. Андреевӑн хӑтлӑ сӑнӳкерчӗкне илнӗ: ҫӗклентерсе хыҫалалла тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫ, ҫӳллӗ те уҫӑ ҫамка, профессор сӑнне кӗртекен йӗкӗр янах, тӑртанчӑк куҫ айӗ.
Паян чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтӗрхи чӑваш чӗлхи комисийӗнче йӗркеленӗ орфографи комиссийӗ пӗрремӗш хут пухӑнчӗ. Аса илтерер, унччен маларах, пушӑн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗччӗ. Шӑп та лӑп унта палӑртнӑ шухӑшсене тӗпе хурса малалла ӗҫлемелле те ӗнтӗ ҫак комиссийӗн.
Чи малтанах комисси председательне суйларӗҫ. Вӑл ҫын литература енӗпе те, чӗлхе ӑслӑлӑхӗ енӗпе те пӗлекен ҫын пултӑр тесе ку ӗҫе Яковлев Пётр Яковлевича (Петӗр Яккусен) шанса парас терӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗҫ ушкӑнне йӗркелерӗҫ — унта 4 ҫын кӗчӗ: В.П. Станьял, Е.Н. Лисина, А.В. Кузнецов (ҫыруҫӑ), Е.А. Майков. Ҫавӑн пекех комиссине ҫӗнӗ пайташсене кӗртес терӗҫ — Корнилов Геннадий Емельяновича сӗнчӗҫ. Анчах сумлӑ ӑсчах конференци тӑрӑх хатӗрленӗ пӗтӗмлетӗве илтнӗ хыҫҫӑнах комиссине алӑ сулса тухса кайрӗ.
Тепӗр ларуччен ӗҫ ушкӑнӗ пӗрле е уйрӑм ҫырмалли сӑмахсен йышне туллинрех хатӗрлесе ҫитерме палӑртрӗ, вара тин комисси ячӗпе Министрсен Кабинетне тата ытти тӳре-шара патне ҫыру ярӗҫ.
«Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акцин сумӗ ҫулран-ҫул ӳсет тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Кӑҫал та унта нумаййӑн хутшӑннӑ. Шупашкарта Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ диктанта виҫӗ вырӑнта ҫырнӑ.
Кӑҫал Пӗтӗм чӑвашсен диктантне республикӑри 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ (ку хисеп ҫак хыпар ҫӑлкуҫне ӗненес пулсан, тӗрӗссипе вара кашни районта 400-500-шар ҫырнӑ, Шупашкар районӗнче кӑна 2000 ытла текен сас-хура ҫӳрет — ЧХС асӑрхаттарӑвӗ). Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин Лионид Маяксен хайлавӗн сыпӑкне вуланӑ, пухӑннисем ӑна ҫырнӑ. Маяксен хайлавӗнчи сыпӑка конкурс комиссийӗн 10 ӗҫрен суйласа илнӗ. Текст Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халаллани пулнӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта диктанта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра, ЧР Вӗренӳ институтӗнче, Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ҫырнӑ. Текста Чӑваш наци радиовӗпе тӳрӗ эфирта та ҫырма май пулнӑ.
Чӑваш диктантне «Хыпар» Издательство ҫурчӗн малтанхи директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев йӗркелеме шутланӑ. Кун пирки «АиФ» корреспондентне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫченӗ Андрей Кузнецов пӗлтернӗ.
Мускавра кӗҫех чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ ӗнтӗ вӑл. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Тимӗр Акташ хыпарлать.
Мероприятие Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков уҫнӑ.
— Эпир кунта паян ырӑ сӑлтавпа пухӑннӑ. Паян Чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑлчӗ. Ку Чӑваш чӗлхипе чӑваш ҫырулӑхӗн уявӗ умӗн пулчӗ, — тенӗ Леонид Волков.
Тӗрӗссипе, хӑйне хисеплекен кашни халӑхӑн культурӑна аталантаракан тӗрлӗ институт пур. Ҫак центра та Мускавра чӑваш культурине аталантармашкӑн, шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмешкӗн (вӑл 2 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ) тунӑ. Уроксене Евгений Степанов ертсе пырать. Занятисем шӑматкунсерен 12-14 сехетсенче иртеҫҫӗ. Чӗлхене иккӗмӗш ҫул вӗренекенсен урокӗ 14-16 сехетсенче пырать.
Хыпара пӗлтерекен Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Леонид Волков унта вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑклансах тӑрать. Ҫавӑн пекех скайп урлӑ дистанци мелӗпе те чӗлхене ӑса хывма пулать-мӗн.
Юлашки ҫулта центрта кӗнекесем пухса вулавӑш тунӑ. Унта Чӑваш Енри мӗнпур районти энциклопедисем кӗнӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтӗм чӑваш диктантне ирттернӗ. Ӑна кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Патӑрьел районӗ ку акцие хастар хутшӑннӑ темелле. Вӗсем чӑвашла мӗнле ҫырнине тӗрӗсленӗ. Районти вӗренӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив пайӗ районти вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ҫак акцие хутшӑнма сӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче паян пӗтӗм чӑваш диктантне 543 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературине, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, 8–11-мӗш классенече ӑс пухакансем пулнӑ. Вӗсем пурте Чӑваш наци радиовӗпе вуланӑ текста ҫырнӑ, унтан ӗҫсене сканерласа Шупашкара ярса панӑ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗре «Сударушка» алӗҫ кружокне ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхи эрнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен пӗр занятине чӑваш классикне, поэтне Константин Иванова халалланӑ.
Куржока ҫӳрекенсем К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Раиса Герасимова «Константин Иванов еткерлӗхӗ» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл вулавӑша пухӑннисене «Иванов Константин Васильевич. Пурнӑҫӗнчи тата пултарулӑхӗнчи тӗп датӑсем» тесе ҫырнине парнеленӗ.
Кӑҫалхи ҫулшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Иванова та хутшӑннӑ. Вӑл кружока ҫӳрекенсене Георги хӑйӑвне парнеленӗ, Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявламалли планпа паллаштарнӑ.
Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан.
Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑра чӑваш чӗлхин эрнелӗхӗ пуҫланнӑ. Ҫавна май район-хулара тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче те акцисем ирттерме палӑртнӑ.
Унта малтанах район шайӗнче «Районти чӑвашла диктант» акци ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Акци йӗркелӳҫисем ку чӑвашла ҫырас культурӑна аталантарма пулӑшассине те шаннӑ.
Апакассинчи шкулта чӑвашла диктанта 24 ҫын ҫырнӑ. Унта ашшӗ-амӑшне, ытти учрежденире ӗҫлекенсене те чӗннӗ. Шкул директорӗ Ганна Андреева та, Апакассинчи вулавӑш заведующийӗ Алевтина Иванова та, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Елена Павлова та ыттисемпе пӗрле диктант ҫырнӑ.
Диктант тексчӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Акци лайӑх шайра иртнине палӑртаҫҫӗ апакассисем.
Етӗрнери «Росинка» ача пахчинче чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн чӑваш поэзийӗн кунӗ иртнӗ. Ҫав кун вӑтам тата аслӑ ушкӑнсенчи ачасем музыка залне пухӑннӑ.
Мероприятие етӗрнесем «Пӗчӗк ҫеҫ путене» ят панӑ. Малтанах ача пахчине ҫӳрекенсем чӑваш классикӗн, поэчӗн Константин Ивановӑн пултарулӑхӗпе хӑтлав пӑхса паллашнӑ. Унтан вӗсем «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне фонограммӑпа итленӗ.
Кусем пӗтӗмпех пӗчӗк ачасене хавхалантарнӑ. Шӑпӑрлансем артист евӗрех сӑвӑсем вуланӑ. Уйрӑмах Ксюша Касеева, Артем Яковлев, Кристина Ядроавкина палӑрнӑ.
«Пӗчӗк ҫеҫ путене» конкурс ҫӗнтерӳҫисене пурне те грамотӑсемпе чысланӑ.
Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртмелле. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста Леонид Маяксем паллӑ чӑваш ҫыравҫи хайлавӗнчен илнӗ.
Диктант 13 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас тесен ятарласа хатӗрленӗ вырӑна ҫитмелле, е диктант бланкне уҫласа илсе наци радиовӗпе итлесе е Чӑваш наци телекуравӗн сайтӗнче пӑхса компьютерпа ҫырма пулать. Бланка пичетлесе алӑпа ҫырма та юрать. Диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн бланка 10–15 минут хушшинче dictant2015@yandex.ru адреспа ярса памалла.
Диктант ҫырмалли ятарлӑ вырӑнсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче (Президент бульварӗ, 19а ҫурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (М. Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, пуху залӗ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче (14, 17, 20 аудиторисем) хатӗрлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.